«Căvas Rezpoblikin xamrăkzen Ezperantō azzōtziatzijĕ» pĕrlesu Pĕtĕm tĕnceri 17-mĕs cĕlhe feztivalĕ (Sopaskar, 2012 x. jopa 20 ‒ 21-mĕsĕ Prezz-reliz 2012 x. jopan 20 ‒ 21-mĕsĕnce Sopaskarta Pĕtĕm tĕnceri 17-mĕs cĕlhe feztivalĕ irtet. Feztivale Raxxejpe Căvas Rezpoblikin ekōnōmika atalanăvĕn tata rezpoblikămărăn vĕrentu ministerztvizem, «Ănăxolăh cĕlhi» jot xĕr-syv cĕlhizen skolĕ tata «Haval» pĕrlesu polăsnipe Căvas Rezpoblikin xamrăkzen Ezperantō azzōtziatzijĕ jĕrkelet. Infōrmatzi ĕxne toza pyma «Entri» tipōgrafi polăsatj. Feztivalj hănizem: Tatjana Bōrizōvna Agranat, Mozkav, filōlōgi ăzlălăhĕzen dōktōrĕ, Raxxejri ăzlălăh akademijĕn Cĕlhe pĕlĕvĕn inztitocĕn azlă ăzlălăh ĕxlevxi; Irina Vladimirōvna Zamarina, Mozkav, Raxxejri ăzlălăh akademijĕn Cĕlhe pĕlĕvĕn inztitocĕn cĕlhe hotsănăvĕzene tiskereken tzentrĕn ĕxlevxi; Artzjōm Fedōrincik, Okrajina, Keju, cĕlhexĕ; Mihail Haminzkij, Mozkav, cĕlhexĕ, Mozkavri cĕlhe feztivalĕn jĕrkeluxi; Remi Boazōna, Frantzi, vōlōnterzen pĕtĕm tĕnceri prōgrammin ĕxĕ-hĕlne hotsănakanĕ, Language Exchange Club (Keju) prōjekt poxaroxi; Pōlin Kōlen, Frantzi, vōlōnter. Kăxal feztivalte 40 jahăn cĕlhepe pallastarma palărtnă, xav sotra avalhi vyrăz, avalhi grek, avalhi zlavjan, azerbajdsan, akălcan cĕlhin Amerika variancĕ, arab, Baltika tărăhĕnci zajra osă korakan finn cĕlhizem (vōd, isōr, liv, vepz, ingermanland), belōros, vjetnam (pĕtĕmĕsle pallastaro), galiz, grozin, gelaō, izpan, italjan, Kalifōrniri indejetzzen cĕlhi (pĕtĕmĕsle pallastaro), katalōn, kitaj, latin, niderland, nimĕx, rona, zlōvak, tadsik, torkkă, totar, okrain, fang, Finljandi zaam cĕlhizem (pĕtĕmĕsle pallastaro), finn, frantzoz, căvas, edi (Papoa Xĕnĕ Gvineja), ezperantō, jappon. 17-mĕs cĕlhe feztivalĕ skol acizempe ztodentzemsĕn kăna mar, tĕpcevxezemsĕn te kăzăk polma tivĕxlĕ. Kalifōrniri indejetzzen tata Papoa Xĕnĕ Gvinejăra oză korakan edi cĕlhi xincen Folbrajt prōgramma ztipendiacĕ Kejt Linn Lindzi (APS) kalaza parĕ. Finljandipe Vjetnam cĕlhizem xincen Raxxej ăzlălăh akademijĕn Cĕlhe pĕlĕvĕn inztitocĕn ĕxlevxizem Irina Zamarinăpa Tatjana Agranat pĕlterĕx. Tatjana Agranat kalană tărăh, xitez văhătra xĕr xinci mĕn por cĕlheren 80 prōtzencĕ taran pĕtme poltaratj. Cĕlhepe pĕrleh pajăr koljtora zijĕ xohalatj. Artzjom Fedōrincik lektzijĕzem cĕlhe kon-xolĕ, văl tĕncene mĕnlereh zănarlani tata jot cĕlhe janravlăhne pirĕn hălhamăr jeplereh хаклани çинчен пулĕç. Фестиваль тата Александр Блинов хатĕрленĕ «Пин те пĕр сăмах» чăвашла кĕнекепе паллаштарĕ. Ку кĕнеке pirki «Cĕlhe feztivalĕ» kălarămra ta kalaza kătartnă. Azănnă sornalta tĕnceri cĕlhe tĕrlĕlĕhne xyrza kătartnă. Ăna feztivale hotsănakan kasni xynnah parĕx. Sornala Raxxejri ekōnōmika minizterztvin okxi-tenkipe picetlenĕ. Jopan 12-mĕsĕncen poxlara Sopaskarpa rezpoblikări vixĕ rajōnta cĕlhe karavanĕ poxlanna. Olatăr, Tăvaj, Elĕk tata Sopaskar acizem frantzozpa izpan, fangpa ezperantō, akălcan cĕlhin Amerika variancĕpe torkkă, zlōvakpa iderland cĕlhipe pallasnă. Prezentatōrēzem ‒ Frantziren kilnĕ Remi Boazōnpa Pōlin Kōlen, xamrăkzen «Zōdroseztvō» tzentrĕnce ĕxleken Branizlav Mitterpa Anok Vejn vōlōnterzem. Pĕtĕm tĕnceri 17-mĕs cĕlhe feztivakĕsĕn Svetziri Oppzala holince vyrnaxnă ezperantō izdateljztvi jarza pană kĕnekezem yră kĕtmenlĕh polcĕx. Vĕzene epir Căvas Rezpoblikin netzi bibliōtekine, Cāvas Rezpoblikin aca-păcapa xamrăkzen bibliōtekine, Xĕmĕrlepe Zamar ezperantizcĕzene valexze parăpăr. | «Чăваш Республикин çамрăксен Эсперанто ассоциацийĕ» пĕрлешӳ Пĕтĕм тĕнчери 17-мĕш чĕлхе фестивалĕ (Шупашкар, 2012 ç. юпа 20 ‒ 21-мĕшĕ Пресс-релиз 2012 ç. юпан 20 ‒ 21-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери 17-мĕш чĕлхе фестивалĕ иртет. Фестивале Раççейпе Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата республикăмăрăн вĕрентӳ министерствисем, «Ăнăçулăх чĕлхи» ют çĕр-шыв чĕлхисен шкулĕ тата «Хавал» пĕрлешӳ пулăшнипе Чăваш Республикин çамрăксен Эсперанто ассоциацийĕ йĕркелет. Информаци ĕçне туса пыма «Энтри» типографи пулăшать. Фестиваль хăнисем: Татьяна Борисовна Агранат, Мускав, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Раççейри ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн аслă ăслăлăх ĕçлевçи; Ирина Владимировна Самарина, Мускав, Раççейри ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн чĕлхе хутшăнăвĕсене тишкерекен центрĕн ĕçлевçи; Арцём Федоринчик, Украина, Кейӳ, чĕлхеçĕ; Михаил Хаминский, Мускав, чĕлхеçĕ, Мускаври чĕлхе фестивалĕн йĕркелӳçи; Реми Буасона, Франци, волонтерсен пĕтĕм тĕнчери программин ĕçĕ-хĕлне хутшăнаканĕ, Language Exchange Club (Кейӳ) проект пуçаруçи; Полин Колен, Франци, волонтер. Кăçал фестивальте 40 яхăн чĕлхепе паллаштарма палăртнă, çав шутра авалхи вырăс, авалхи грек, авалхи славян, азербайджан, акăлчан чĕлхин Америка варианчĕ, араб, Балтика тăрăхĕнчи сайра усă куракан финн чĕлхисем (вод, ижор, лив, вепс, ингерманланд), белорус, вьетнам (пĕтĕмĕшле паллаштару), галис, грузин, гэлао, испан, итальян, Калифорнири идеецсен чĕлхи (пĕтĕмĕшле паллаштару), каталон, китай, латин, нидерланд, нимĕç, руна, словак, таджик, турккă, тутар, украин, фанг, Финлянди саам чĕлхисем (пĕтĕмĕшле паллаштару), финн, француз, чăваш, эди (Папуа Çĕнĕ Гвинея), эсперанто, яппун. 17-мĕш чĕлхе фестивалĕ шкул ачисемпе студентсемшĕн кăна мар, тĕпчевçĕсемшĕн те кăсăк пулма тивĕçлĕ. Калифорнири индеецсен тата Папуа Çĕнĕ Гвинейăра усă куракан эди чĕлхи çинчен Фулбрайт программа стипендиачĕ Кейт Линн Линдси (АПШ) каласа парĕ. Финляндипе Вьетнам чĕлхисем çинчен Раççей ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн ĕçлевçисем Ирина Самаринăпа Татьяна Агранат пĕлтерĕç. Татьяна Агранат каланă тăрăх, çитес вăхăтра çĕр çинчи мĕн пур чĕлхерен 80 проценчĕ таран пĕтме пултарать. Чĕлхепе пĕрлех пайăр культура сийĕ çухалать. Арцём Федоринчик лекцийĕсем чĕлхе кун-çулĕ, вăл тĕнчене мĕнлерех сăнарлани тата ют чĕлхе янравлăхне пирĕн хăлхамăр еплерех хаклани çинчен пулĕç. Фестиваль тата Александр Блинов хатĕрленĕ «Пин те пĕр сăмах» чăвашла кĕнекепе паллаштарĕ. Ку кĕнеке пирки «Чĕлхе фестивалĕ» кăларăмра та каласа кăтартнă. Асăннă журналта тĕнчери чĕлхе тĕрлĕлĕхне çырса кăтартнă. Ăна фестивале хутшăнакан кашни çыннах парĕç. Журнала Раççейри экономика министерствин укçи-тенкипе пичетленĕ. Юпан 12-мĕшĕнчен пуçласа Шупашкарпа республикăри виçĕ районта чĕлхе караванĕ пуçланнă. Улатăр, Тăвай, Элĕк тата Шупашкар ачисем французпа испан, фангпа эсперанто, акăлчан чĕлхин Америка варианчĕпе турккă, словакпа нидерланд чĕлхипе паллашнă. Презентаторĕсем ‒ Францирен килнĕ Реми Буасонпа Полин Колен, çамрăксен «Содружество» центрĕнче ĕçлекен Бранислав Миттерпа Анук Вейн волонтерсем. Пĕтĕм тĕнчери 17-мĕш чĕлхе фестивалĕшĕн Швецири Уппсала хулинче вырнаçнă эсперанто издательстви ярса панă кĕнекесем ырă кĕтменлĕх пулчĕç. Вĕсене эпир Чăваш Республикин наци библиотекине, Чăваш Республикин ача-пăчапа çамрăксен библиотекине, Çĕмĕрлепе Самар эсперантисчĕсене валеçсе парăпăр. |